Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ- Чăваш Республикин символĕсене йышăннă кун.
Çак куна халалласа шкулта 10-11 классенче уçă уроксем иртрĕç. Уроксене Етĕрнери ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Моисеева И.В. тата Фирсова Л.Н. пычĕç. Вĕсем вĕренекенсене « 29 апреля – День государственной символики Чувашской Республики» презентаципе паллаштарчĕç.Герб, Гимн, Ялав – чăваш халăхĕн символĕсем пулни çинчен, вĕсен авторĕсен тĕлĕнмелле шăпи çинчен çав тери интереслĕ каласа пачĕç. Вĕренекенсем хăнасене ăшшăн тав турĕç.