Пирĕн шкулта хăнара Етĕрнери тĕп библиотека ĕçченĕсем Буковская Н.Н. тата Павлова Е.И.пулчĕç. Вĕсем хăйсемпе интереслĕ материалсем илсе килнĕ. Шкул ачисем умĕнче «Жизнь и деятельность патриарха чувашского народа И.Я.Яковлева» тата « 25 апреля - День чувашского языка» темăсемпе тухса калаçрĕç, презентации кăтартрĕç. Ачасем тимлесе итлерĕç. Хăнасене руно, арап çырулăхĕ пирки ыйтусем пачĕç. И.Я.Яковлев алфавичĕ те вĕсене хытă интереслентерчĕ. Тĕл пулу вĕçĕнче ачасем библиотека ĕçченĕсене ăшшăн тав турĕç.