Пĕтĕм Чăваш Республикипе диктант çырмалли кун

Паян пĕтĕм Чăваш Республикипе диктант çырмалли кун. Кĕтнĕ вăхăтра, вун виçĕ сехетре, ачасем палăртнă вырăна пуçтарăнчĕç. Çыраканĕсем 6-10 класс ачисем тата учительсенчен Иванова В.Г., Шарова Е.Г. пулчĕç. Диктанта пурте тăрăшса çырчĕç. Анчах та кăмăла хуçмалли те пулчĕ. Диктор вуланă чухне компьютер чарăна-чарăна ларчĕ. Хăш-пĕр сыпăксене сиктере-сиктере хăварчĕ, хăш-хăш предложенисене çуррине çеç вуларĕ. Çапах та ачасем пуçĕсене усмарĕç, хутшăннăшăн савăнчĕç. Тепĕр çул татах çырас пулсан радио тупса килме шантарчĕç.