Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш чĕлхи тата литератури эрни пуçланчĕ. Ăна эпир кăçал И.Я.Яковлев çуралнăранпа 168 çул тултарнине халаллатпăр. Чăваш чĕлхипе вĕрентекенсем чăваш чĕлхи кунĕ çывхарса килнипе пурне те саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕç.
Паян 7-а тата 7-б классенче И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе ĕлерĕç. Вĕсем «Автан», «Лаша шырани», «Чăлха çыхни», «Хураçка», «Кулач», «Çухалнă укçа тупни» калавсемпе паллашрĕç. Кайран пĕчĕк викторинă ирттерчĕç. Викторинăра Саваткова Влада, Ефимова Кристина, Матвеев Богдан тата ыттисем те аван ĕлерĕç.