Кашни шкултах чӑваш чӗлхи эрни хӗрсе пырать. Пирӗн шкулта та ҫак кунсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ.10 тата 11 классра чӑваш чӗлхине вӗрентекен – Филиппова М.В. «И.Я.Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу тата «Аслӑ вӗрентекен» викторинӑ ирттерчӗ.Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. Сӑмах май, пирӗн ялти Яков Макарович Макаров 1883-1887-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран Теччӗҫывӑхӗнчи пӗр ялта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. Анастасия Ивановна Игнатьева та Яковлев шкулӗнче ӑс пухнӑ. Ӗмӗрне ачасене вӗрентсе ирттернӗ .И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук».Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.«Аслӑ вӗрентекен» викторинӑра нумайрах тӗрӗс хуравсем пачěç: Кузьмин Николай (1-мěш вырăн), Краснова Мария ( 2-мěш вырăн), Крыльцова Моника (3-мěш вырăн).