Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрнин юлашки кунĕ пулчĕ

«Халăх хăйӗн чӗлхине мантăр тени вăл ҫав                                                                                                       халăха пӗтерес тенипе пӗрех пулать, чӗлхе                                                                                 хăйне тунă халăхпа ҫеҫ вилет…»

                            И.Я.Яковлев

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрнин юлашки кунĕ пулчĕ. Çак кун чǎвашсене çутта кǎларакан И.Я.Яковлев çуралнǎранпа 168 çул çитет. И.Я.Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Вăл чăвашсене  çутта кăларас тесе нумай ĕçленĕ. Чăвашсемшĕн вăл писатель те, чăваш халăхне çутта кăларакан та, чăваш культурин патриархĕ те, пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕ те пулнă.    

            Уроксем хыççăн шкул ачисем актовый залра пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем сăвă вулакансен конкурсне ирттерчĕç. Конкурсра ачасем нумайрах П.Ялгир, Юхма Мишши, А.Галкин, Л.Мартьянова, Л Сарине сăввисене вуларĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен 1 вырăн Ашмарина Диана, 5-7  классенчен – Ефимова Кристина, 8-9 классенчен – Чугунова Екатерина йышăнчĕç. Жюри баллсем шутланă чух ачасемпе психолог Филиппова М.В. тĕрлĕ вăйăсем  ирттерчĕ.