Чăваш чĕлхине упраса, аталантарас тĕлĕшпе Етĕрнери иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Любимова З.П. 5-7 классенче «Чăваш патшалăх символĕсем» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Малтанах чăваш гербĕн тата ялавĕн историйĕпе паллашрĕç. 1927 çулхи пуш уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Советсен II-мĕш съездĕнче Чăваш АССР символĕсене çирĕплетсе хăварнă. Унăн авторĕ П. Мартене пулнă.
Электронлă презентацирен Чăваш Республикин символĕсене 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнине, ялава пĕрремĕш хут 1992 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕкленине ăнланчĕç. Ялав çинче «Пурнăç йывăççи» тата «Виçĕ хĕвелĕн» эмблеми, гербĕ виçĕ пайран тăнине асăрхарĕç. Герб çинче – «Пурнăç йывăçне» ÿкернĕ щит, ун тăрринче виçĕ çăлтăр, аялта – «Чăваш Республики» - «Чувашская Республика» тесе çырнă. Ун вĕçĕнче – хăмла çулçи. Çак патшалăх символĕсен авторĕ Элли Юрьев художник пулнине пĕлчĕç.
Илле Тукташ поэт сăввипе Г. Лебедев композитор кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрă 1992 çулта Чăваш патшалăх гимнĕ пулса тăни ачасене шухăша ячĕ. Чăваш патшалăх символĕсене хисеплесси - кашни çын тивĕçĕ. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç уçă урока хутшăннисем. Урок вĕçĕнче Чăваш гимнĕ мăнаçлăн янрарĕ.