Чăваш чĕлхипе литература эрнин иккĕмĕш кунĕнче Етĕрнери иккĕмĕш вăтам шкулта ал-ĕç ăстисен выставки йĕркелерĕç. Ачасене курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ. Уйрăмах чăваш тĕрриллĕ чăваш тумĕ тыткăна илчĕ. Мĕн тери çыпăçуллă та илемлĕ тĕрленĕ эрешсем! Петĕр Хусанкай каланинчен: «Чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин сăвă, çĕр пин тĕрĕ». «Ылтăн çÿпçерен» кăларнă япаласем П. Хусанкай каланă сăмахсемпе килĕшсе тăраççĕ. Асаннесенчен упранса юлнă мăй çыххинеачасем çакса, пăхса киленчĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Любимова З.П. унăн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Шкул библиотекинче «Национальная одежда чувашского народа» электронлă презентаципе паллашрĕç.
Пиллекмĕш-улттăмĕш классенче вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» литература хаçачĕ кăларчĕç. Унта тăван чĕлхе çинчен çырнă чăваш писателĕсен сăввисене кĕртрĕç. Ачасем çырнă сăвă йĕркисем те стена хаçачĕ çинче вырăн тупрĕç.
6-8 классенче вĕренекенсем «Тани Юн-первая чувашская киноактриса» викторинăра хутшăнчĕç.