«Чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен» викторина

 Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе Етĕрнери иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Любимова З. П. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăна 7-10 классенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасем чăваш чĕлхипе литература ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хурав тупни савăнтарчĕ. Викторинăра çак вĕренекенсем палăрчĕç:

1 вырăн – Беззубова Анна, 7 класс

1 вырăн – Данилова Надежда, 8 класс

         Димитриева Оксана, 8 класс

2 вырăн – Григорьева Ирина, 8 класс

1 вырăн – Краснова Любовь, 9 класс

2 вырăн – Муравьăва Дарья, 9 класс

3 вырăн – Курская Ирина, 9 класс

1 вырăн – Лукина Галина, 10 класс

         Романова Ксения, 10 класс

2 вырăн – Козлов Андрей, 10 класс

    Вырăс тата чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашас тĕллевпе шкул библиотекинче «Вербное воскресение»  электронлă презентаци курчĕç.