Хăнара - «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнĕ

 

Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи культурипе паллаштарас тĕллевпе, Театр çулĕ пулнăран, чăваш чĕлхипе литература эрни пынăран Етĕрнери 2-мĕш вăтам шкулта «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнĕ чăвашсен хушшинче анлă сарăлнă «Улах» вăйă ирттернине кăтартрĕ. Унăн ертÿçи – Юлия Ерăмкина, купăсçи – Иван Любимов. Вĕсем иккĕшĕ те Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

  Улаха кĕркунне тырă вырса, авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ларма пуçланă. Çамрăксем пĕр-пĕр киле пухăнса юрланă, ташланă, сăвă-такмак каланă. Хĕрĕсем кĕнчеле арланă, алсиш-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра улах ларма тухсан хĕр вăрлани йăлара пулнă. «Сăр ен» ушкăна çÿрекенсем çак ламран-лама куçса пыракан йăла- йĕркене  кăтартрĕç. Çулĕсемпе аслă, чунĕсемпе çамрăк, илемлĕ чăн чăваш тумне тăхăннă, чăваш йăли-йĕркине упракансем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăкăт Ваньки, Ефимов Иван Петрович- чăваш чĕлхи, тăван кĕтес çинчен çырнă сăвăсем вуласа кăмăла çĕклерĕ.

 «Сăр ен» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе 10-мĕш класра вĕренекен Айдак Агнесса «Пурнăç тăрăх юрăпа» электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Куракансем паянхи уявпа кăмăллă юлчĕç.