Çĕр пин сăмах тĕнчи

Чăваш чĕлхипе литература эрнинче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 171çул çитнине халаласа Етĕрнери иккĕмĕш вăтам шкулта «И.Я.Яковлев пурнăçĕ тата ĕçĕ хĕлĕ» электронлă презентации тăрăх пуçламăш класра вĕренекенсене саккăрмăш класра вĕренекен Григорьева Мария каласа пачĕ. ЛюбимоваЗ.П. вĕрентекен И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялĕнче ÿкерсе илнĕ паллă вырăнсене анлă кăтартрĕ.

Вĕренекенсм чăваш чĕлхи илемлĕхне, çепĕçлĕхне, янăравлăхне «Çĕр пин сăмах тĕнчи» ярăмра хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. А.Кăлкан çырнă «Йытăпа кушак» юптарăва тата Н.Ытарай çырнă «Кам ĕмĕрĕ вăрăмрах» юмаха 4а, 5а класра вĕренекенсем выляса пачĕç.Чăваш чĕлхи, тăван кĕтес, çутçанталăк çинчен çырнă сăвăсене 5б класра вĕренкенсем вуларĕç. 7 класра вĕренекен Григорьева Ирина К.Ивановăн «Нарспи» поэмăри сыпăка илемлĕ те палăртуллă каласа пачĕ. Любимова З.П. тата Ядровкина Л.Г. «Итлĕр куккук сассине» чăваш халăх юррипе савăнтарчĕç. Чăваш чĕлхипе литература эрнинче ирттерме палăртнă уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, куракансем кăмăллă юлчĕç.