Халăх сăмахлăхĕ - халăх пуянлăхĕ.

   Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, ача-пăча вăййисемпе, сăмахлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе Етĕрнери 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнинче Любимова.З.П. вĕрентекен «Халăх сăмахлăхĕ-халăх пуянлăхĕ» темăпа 5а, 5б класра вĕренекенсемпе урок ирттернĕ. Ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, Юрий Жуков кĕвĕленĕ «Чечеклен, Чăваш ен» юрра итлерĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç, И.Я. Яковлев хатĕрленĕ «Чăваш кĕнекинчен» илнĕ юмахсен тĕп шухăшне палăртрĕç.

   Ача-пăча вăййисемпе паллашма, выляма вĕренекенсем урама тухрĕç. Вĕсем «Ал татмалла», «Сăмса тутри пăрахмалла», «Лартрăм-лартрăм купăста», «Шитя-путя», «Кам ытлашши» вăйăсене вылярĕç. Савăк кăмăлпа урока вĕçлерĕç.