Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 3-мӗш «а» класс ачисем урокра И.Я. Яковлев ҫинчен презентаци пӑхрӗҫ

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 3-мӗш «а» класс ачисем урокра И.Я. Яковлев  ҫинчен презентаци пӑхрӗҫ

Республикӑри  пур шкулсенче те чӑваш чӗлхи эрни пырать. Уроксенче  чӑваш юррисем, чӑваш сӑввисем янӑраҫҫӗ, чӑваш тӗррисен выставкисене йӗркелеҫҫӗ Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 3-мӗш «а» класс ачисем урокра И.Я. Яковлев  ҫинчен презентаци пӑхрӗҫ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, чӑваш алфавитне тӑвакан, пӗрремӗш  чӑваш шкулне уҫакан ҫинчен нумай пӗлчӗҫ. Урокра «Илемлӗ, илемлӗ» чӑваш юррине итлерӗҫ. Урок вӗҫӗнче Яковлев ҫырнӑ  пӗчӗк калавӗсене вуларӗҫ, чӑваш поэчӗсем   тӑван ҫӗршыв, ҫуркунне, ҫемье ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем  янӑрарӗҫ.