Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 8-мӗш «а» класс ачисемпе республикӑри пур шкулсенче те чӑваш чӗлхи эрни иртсе пынипе уҫӑ урок иртрӗ. Урокра вӗренекенсем çулталăк вăхăчĕсене аса илчӗç, çуркунне паллисемпе паллашрӗç. Ачасем тăван тавралăха сăнама, юратма, унăн илемне упрама вĕренчӗҫ. Вӗрентекен йывăҫ-курăка хуҫма юраманнине, чĕр чунсемпе кайăксене пулăшмаллине, шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пулмаллине ачасене асăрхаттарчӗ. «Çут çанталăкра кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Илеме курма пĕлмелле, çут çанталăка сăнамалла, ăна упрамалла, вара çут çанталăк татах та илемлĕрех пулĕ!» – çак ăслă сăмахсемпе урок вӗҫленчӗ.