Чӑваш чӗлхипе литература эрнин кунӗсенче Етӗрнери иккӗмӗш вӑтам шкулта ал-ӗç
ӑстисен «Асаннен арчинчен» темӑпа курав йӗркелерӗç. Ачасене курмалли: пӗлмелли нумай
пулчӗ. Уйрӑмах чӑваш тӗрриллӗ чӑваш тумӗ тыткӑна илчӗ. Мӗн тери çыпӑçуллӑ та илемлӗ
тӗрленӗ эрешсем! Петӗр Хусанкай каланинчен: «Чӑвашӑн çӗр пин юрӑ, çӗр пин сӑвӑ,
çӗр пин тӗрӗ». «Ылтӑн çÿпçерен» кӑларнӑ япаласем П. Хусанкай каланӑ сӑмахсемпе килӗшсе
тӑраççӗ. Асаннесенчен упранса юлнӑ мӑй çыххине (монисто) ачасем çакса, пӑхса киленчӗç.
Пуçламӑш класра вӗрентекен Любимова З.П.
унӑн пӗлтерӗшӗ çинчен каласа пачӗ. Кураври тӗрленӗ ал шӑллисем, тутӑрсем, саппунсем
чӑваш хӗрарӑмӗ ӗçченлӗхӗпе, сӑпайлӑхӗпе палӑрнине асӑрхарӗç. Шкул библиотекинче «Национальная одежда чувашского
народа» электронлӑ презентаципе паллашрӗç.