7-мӗш класс ачисем урокра И.Я. Яковлев ҫинчен презентации пӑхрӗҫ

Республикӑри  пур шкулсенче чӑваш чӗлхи эрни пырать. Уроксенче  чӑваш юррисем, чӑваш сӑввисем янӑраҫҫӗ, чӑваш тӗррисен выставкисене йӗркелеҫҫӗ.

   Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 7-мӗш класс ачисем урокра И.Я. Яковлев  ҫинчен презентации пӑхрӗҫ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, чӑваш алфавитне тӑвакан, пӗрремӗш  чӑваш шкулне уҫакан ҫинчен нумай пӗлчӗҫ. Урокра «Илемлӗ, илемлӗ» чӑваш юррине итлерӗҫ, хыҫҫӑн юрларӗҫ, ҫав кунах «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан» викторина ыйтӑвӗсемпе ӗҫлерӗҫ.

   Урок вӗҫӗнче Яковлев ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашрӗҫ.