Асаннен арчинчен

Асаннен арчинчен

    Чăваш чĕлхипе литература эрнин  кунĕсенче Етĕрнери иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Асаннен арчинчен» темăпа курав йĕркелерĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен ачасене курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ. Уйрăмах чăваш тĕрриллĕ чăваш тумĕ тыткăна илчĕ. Мĕн тери çыпăçуллă та илемлĕ тĕрленĕ эрешсем! Петĕр Хусанкай каланинчен: «Чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин сăвă, çĕр пин тĕрĕ». «Ылтăн çӳпçерен» кăларнă япаласем Пет.р Хусанкай каланă сăмахĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Асаннесенчен упранса юлнă мăй çыххине (монисто) ачасем çакса пăхса киленчĕç. Пуçламăш класра  вĕрентекен Любимова Зоя Петровна унăн пĕлтерĕшĕ çинчен, чăваш тумĕ,атă-пушмакĕ  çинчен каласа пачĕ. Ачасем çăпата тăхăнса чăваш ташши ташласа савăнчĕç.

Куравра пулнă ачасем тĕрленĕ ал шăллисем, тутăрсем, саппунсем чăваш хĕрарăмĕ ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕпе палăрнине сăнарĕç. Уяв кăмăла çĕклерĕ,савăнăçпа мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.