Ака уйӑхӗн
23-30- мӗшӗсенче
Республикӑри пур
шкулсенче те чӑваш чӗлхи эрни пырать. Етӗрнери
2-мӗш
шкулта уроксенче чӑваш
юррисем, чӑваш сӑввисем янӑраҫҫӗ,
чӑваш
тӗррисен
выставкисене йӗркелеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче
6-мӗш
класс ачисем урокра И.Я. Яковлев ҫинчен презентаци пӑхрӗҫ.
Чӑваш
халӑхне
ҫутта
кӑларакан, чӑваш
алфавитне тӑвакан, пӗрремӗш
чӑваш шкулне уҫакан
ҫинчен
нумай пӗлчӗҫ.
Урокра «Илемлӗ, илемлӗ» чӑваш
юррине итлерӗҫ. Урок вӗҫӗнче Яковлев ҫырнӑ пӗчӗк калавӗсене
вуларӗҫ, унӑн калавӗсем тӑрӑх ÿкерчӗксен выставкине йӗркелерӗҫ. Чӑваш поэчӗсем тӑван ҫӗршыв, ҫуркунне, ҫемье ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем янӑрарӗҫ.
Вӑрҫӑ
пӗтни
Çӗнтерÿ кунӗ
80 ҫул
ҫитсе
пырать. Çак куна халаласа вӑрҫӑ
ҫинчен чӑвашла ҫырнӑ
кӗнекисен выставкине йеркелерӗҫ.